Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗпе Геннадий Большаковпа сывпуллашаҫҫӗ.
Чӑваш сценин хальхи вӑхӑтри ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Шӑмӑршӑ районӗнчи Хӗрлӗ Васан ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине (институтне) вӗренсе пӗтернӗскер чӑн-чӑн сцена ӑсти пулса тӑнӑ. Ӑна куракансем ялан ӑшшӑн йышӑннӑ. Кирек епле сӑнара та ӗнентерӳллӗ тата чуна парса калӑплаканскере курассишӗнех вун-вун ҫын театр енне ҫул такӑрлатнӑ. Ватти те килӗштернӗ ӑна, яшши те. Арҫыннин чунне те тыткӑнланӑ вӑл, хӗрарӑмминне те. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, юратнӑ артистӑмӑр...
Ҫак кунсенче Тутарстанри Пӑва (Буинск) драма театрӗнче регионсен хушшинчи театраллӑ фестиваль пырать. Унта чӑваш театрсене чӗнмен. Ҫак ҫинчен «Idel.Реалии» сайт пӗлтерет.
Мӗншӗн пире йыхравламан? Ҫак ыйтуна хӑш-пӗр кӳршӗ республикин театр ӗҫтешсем хуравлаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чӑваш театрсенче ӳсменни (застой) лару-тӑру имӗш.
Тӗрӗс-и ку шухӑш? Эпӗ ку ыйтуна — «Тӗрӗс мар!» тесе хуравлатӑп. СССР пӗтнӗ хыҫҫӑн чӑваш театрсенче нумай ырӑ улшӑнусем иртсе кайрӗҫ. Актуаллӑ, пурнӑҫа ҫывӑх, тӗрӗс кӑтартакан пулӑмсене чӑваш театрсенче хамӑр артистсем ӑста выляҫҫӗ.
Тӗслӗхсем — Шупашкарти Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗнче Анатолий Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыс» спектакльне илӗпӗр. Унта Афган вӑрҫинче пулнӑ хӑрушӑ пулса иртнӗсем, вилӗм, бомбӑсемпе, ракетӑсемпе мирлӗ кишлаксене пӗтерни, чӑваш салтака плена илни, моджахедсем, совет ҫар ҫыннисем наркӑмӑшсене (наркотиксене) унтан СССР пата вӑрттӑн яни.
Ҫакна кӑтартакан ҫинчен хӑш-пӗр «афгансен» пӗрлӗхӗн ертӳҫисем, «замполитсем» килӗшмен. Вӗсем ҫӑхавсемпе ЧР Культура министерствине, театрӑн худрук патне кайса ҫӳрени сахал мар пулнӑ.
Паян К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулнӑ. Хальхинче Наталия Сергеева режиссер Александр Островскин «Хӑв пурӑнас тенӗ пек ан пурӑн» пьесине сцена ҫине кӑларнӑ.
Ӗҫсем Ҫӑварнинче пулса иртеҫҫӗ, ҫавӑнпа унта вӑйӑ нумай. Режиссер вырӑсла версине пӗрлештерсе чӑваш колоритне хушнӑ: юрӑсемпе ташӑсем пур.
Палӑртмалла: ҫак спектакльтен театр историйӗ пуҫланнӑ. Ку 1918 ҫулта пулнӑ: пьеса сцена ҫине тухнӑ. Кайран театр ун патне икӗ хутчен таврӑннӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Иоаким Максимов-Кошкинский режиссер ӑна лартнӑ. Хальхи верси азартлӑ, детективлӑ пулса тухнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ Чӑваш Енре иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗршыври вӗрентекенсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑнакан мероприятисенче тӗрлӗ курав йӗркелесси йӑлана кӗнӗ япала та, хальхинче те фойере тӗрлӗ экспозици ӗҫленӗ. Пысӑк тӳре-шарана, сӑмахӑмӑр Раҫҫейӗн вӗренӳ министрӗ Ольга Васильева пирки, ятарласах кӑтартса ҫӳренӗ.
Мероприятире пулнӑ Александр Белов асӑрханӑ тӑрӑх, министр куравпа ҫав териех тӗлӗнсех паллашни сисӗнмен, мӗншӗн тесен вӑл ун пеккине малтанах курни-илтни палӑрнӑ. Чӑваш сувенирӗллӗ сӗтелӗпе ҫапах та вӑл ытларах кӑсӑкланни сисӗннӗ. Министра чӑваш тумӗллӗ пукане парнеленӗ.
Маларах эпир Ольга Васильевӑна ГТРК журналисчӗн Надежда Андреевӑн ыйтӑвӗ тивӗҫтерсех кайманнине пӗлтернӗччӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хайӗн логотипне ылмаштарӗ.
Логотипа ылмаштарас шухӑш патне культурӑпа театр ӳнерӗн учрежденийӗ хӑйӗн 100 ҫулхине кӗтсе илме хатӗрленнӗ май пырса ҫитнӗ. 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрне уҫнӑранпа пӗр ӗмӗр пулать.
Репертуара ҫулсерен 5-6 ҫӗнӗ спектакль кӗртсе пыракан театр театр сезонӗнче 280 ытла спектакль кӑтартнине, театра ҫулталӑкра 74 пин ытла ҫын пырса курнине, вӗҫӗмех гастрольсене тухса ҫӳренине пӗлтерет.
Театр ҫӗнӗ логотипа хатӗрлеме конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Заявкӑсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра (театрта) йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 62-02-21.
Чӑваш патшалӑх академи драмӗ театрӗ черетлӗ 99-мӗш сезона авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫма палӑртса хунӑ. Кӑҫалхине Константин Иванов ячӗллӗ театр И.С. Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектаклӗпе пуҫлӗ.
Ку постановкӑна театр вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа лартнӑччӗ. Спектакльте ҫамрӑк пуҫӗпе ҫавӑн пек поэма ҫырса хӑварма пултарнӑ маттур ҫинчен кӑна мар, Максимов-Кошкинский сӑнарне те кӑтартма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш сценин театрӗ ҫине ку спектакле ҫӗнӗрен кӑларнӑ хыҫҫӑн хальлӗхе 18 хутчен кӑтартнӑ. Театртисем пӗлтернӗ тарӑх, ӑна курма ултӑ пине яхӑн ҫын пынӑ. Ҫамрӑксем те ку ӗҫпе кӑсӑкланнине палӑртмалла.
Ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ сезон авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫассине эпир пӗлтернӗччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 10–13-мӗшӗнсенче Чӑваш Енре Мускаври спектакльсене кӑтартӗҫ. «Большие гастроли 2016» (чӑв. Пысӑк гастроль – 2016) федераци проектне пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫӗршывӑн тӗп хулинчен А.С. Пушкин ячӗллӗ драма театрӗ килсе ҫитӗ.
Асӑннӑ программӑна ытти театр та хутшӑннине палӑртмалла. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫланса чӳк уйӑхӗ таран тӑсӑлаканскере Мускаври, Питӗрти, Ярославльти драма, музыка тата пукане театрӗсене явӑҫтарнӑ.
Шупашкарти куракансем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫитсе «Тартюф» (авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра), «Семейка Краузе» (авӑн уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче 18 сехет те 30 минутра) спектакльсене курайӗҫ, Улатӑрти культура ҫуртӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче кӑтартӗҫ, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗнче Пушкин ячӗллӗ театр артисчӗсемпе тӗлпулу йӗркелӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кӑҫал, асӑрханӑ тӑрӑх, ҫулла та спектакльсене йыхравлать. Ҫак кунсенче кӑна унта темиҫе спектакль кӑтартрӗҫ. Тепӗр икӗ кунтан, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, «Сансӑрах санпа» премьерӑна куракан патне ҫитерӗҫ.
Пьеса авторӗ — Александр Пӑртта. Ку автор ӗҫӗсене вӑл тӑрӑшакан тӑван, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче кӑна мар, академи драма театрӗн сцени ҫине те кӑлараҫҫӗ.
Хальхи премьера — мистикӑллӑ драма. Унти ӗҫ-пуҫ паянхи саманара, Сурхури уявӗ тӗлӗнче, пулса иртет. Упӑшкисӗр тӑрса юлнӑ Маруҫ мӑшӑрӗ вилнине йышӑнаймасӑр асапланать. Вӑл арҫын мӗне пула леш тӗнчене ӑсаннине пӗлесшӗн ҫунать.
Спектакле театрӑн художество ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ.
Укҫа тесен чылайӑшӗ пуҫа ҫухатма хатӗр. Уншӑн ҫынсене ӳпкелеме те пӗлмелле мар-тӑр — паянхи саманара пурнӑҫӗ укҫа ҫинче тытӑнса тӑрать те... К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Укҫа чул кастарать» спектаклӗнче те ҫав шухӑшах палӑрать. Камитре амӑш укҫишӑн тӑванпа тӑван тупӑшать.
Ыран ку спектакле театр артисчӗсем Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере кӑтартӗҫ.
Яла спектакльпе СССР халӑх артистчӗ Вера Кузьмина, РСФСР тата ЧАССР халӑх артисчӗ Нина Яковлева, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Геннадий Медведев, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Надежда Воюцкая тата Александр Демидов, Надежда Зубкова, Василий Иванов, Николай Котеев актерсем ҫитӗҫ. Ҫу каҫиччен артистсем ытти тӑрӑха та ҫитсе килме палӑртаҫҫӗ
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тепӗр икӗ кунтан, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, черетлӗ сезона хупассине маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Ҫав кун вӑл кӑна мар, республикӑри тепӗр паллӑ театр та, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ, кураканпа кӗркуннеччен сывпуллашӗ.
Маларахри сезонсене ку учреждени ялан «Ялта»" спектакльпе уҫса хупнипе тепӗр куракана ывӑнтарнӑччӗ те. Кӑҫалхи 98-мӗш сезона Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакльпе хупӗ.
Кунта Константин Иванов пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — «Нарспи» поэма епле ҫурални ҫинчен те. Иван Яковлев пирки те каласа кӑтартнӑ.
Тӗп сӑнара Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов калӑпланӑ. Рольсенче ҫавӑн пекех — Оксана Драгунова (Праски), Сергей Павлов (И.Я. Яковлев), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Иванов (Иоаким Максимов), Василий Иванов (Федор Павлов).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |